Юррӑмсем

Категория: Поэзия
Эй, юррӑмсем, чӗреҫӗмре шӑтса
Чечеккӗн сарӑлтӑр тӑван хире!
Хӗрӳлӗхпе хӑватӑр мӗн тери —
Ҫавна кура хак хурӗ ҫӗр сире!
Сирте ман пӗтӗм сисӗм-туйӑмсем,
Мӗнпур таса куҫҫулӗмҫӗм сирте.
Эсир вилсен — мана та манӗҫӗ,
Эсир пур чух — пур пулӑп эпӗ те.
Ман юррӑмра ҫулӑмланса ҫуиать
Тӗрӗслӗхпе чӗрем хушни кӑна.
Юррӑмпала туса йӑпатрӑм эп,
Юррӑмпала сӗнтертӗм тӑшмана.
Улталаймасть мана вак пурнӑҫри
Чӑпар эреш суя сӑнарпалан.
Сӑввӑмри чӑнлӑх, вут та юрату —
Ак пурӑну пӗлтерӗшӗ халь ман.
Чун тухнӑ чух та сивӗнмӗ чӗрем
Сӑввӑмсенчи сӑваплӑ тупаран.
Пур юррӑма пиллерӗм ҫӗршыва,
Ӗмӗрӗме те халӑха парам.
Кун-ҫул ҫурне эп килтӗм юрласа,
Кӗрешӗве тӑратрӑм хам юрра.
Ҫыратӑп юлашки ҫаврасене
Палач пурти ҫӗкленнӗ самантра.
Вӗрентрӗ юррӑм ирӗк пурӑнма,
Вӗрентрӗ пуҫ хума та паттӑрла.
Кун-ҫулӑм ман — янравлӑ юрӑччӗ,
Ман вилӗм те ян янрӗ юрӑлла.
1943